
18.03.2018ç.
Мартăн 18-мĕшĕ - çĕршывра питĕ пĕлтерĕшлĕ кун, пирĕн кăларăмра вара кашни эрнерех хĕрÿ тапхăр: сасăлав пĕрре те чарăнса лармасть. Акă, черетлĕ хит-парад кăтартăвĕсем те хатĕр. Ăна, аса илтеретпĕр, итлекенсен шухăшне тĕпе хурса йĕркелетпĕр. Хăвăра килĕшекен юрăшăн е юрăçшăн эсир те сасăлама пултаратăр. Çакăн валли Чăваш радион страницине «Одноклассники» тата «В контакте» социаллă тытăмсенче тупмалла. Унта хит-парада итлеме çеç мар, пĕр-пĕринпе хутшăнма тата вăл е ку артистшăн «лайăх» тесе палăртма юрать. Унсăр пуçне ахаль çырусем йышăнатпăр. Вĕсене эпир уйрăмах хаклатпăр. Паян çакна эсир те итлесе ĕненме пултаратăр. Çапах та – йăлтах йĕркипе. Чи аялти пусмаран тишкерме тытăнатпăр.
10-мĕш вырăн – Ульяна, «Парнелетĕп»
9-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем», «Ку вăл вăйă мар»
8-мĕш вырăн – Алена Арсентьева, «Пĕр хум çинче»
7-мĕш вырăн – «Икĕ тус», «Юрату авăрĕ»
6-мĕш вырăн – Наталья Лукина, «Юлтăн ĕмĕтре»
5-мĕш вырăн – Роза Беляева, «Шурă юр»
4-мĕш вырăн – Егор Кузьмин, Лидия Ильина, «Мĕншĕн савни терĕм-ши?»
3-мĕш вырăн – Наталья Степанова, «Иртсе кай»
2-мĕш вырăн – Арсений Дмитриев, «Эсĕ манăн ĕмĕтĕм»
1-мĕш вырăн – Стас Владимиров, Катя Петрова, «Ик чĕре çути»
Çак юрăçсем çитес эрнере мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр!
Хисеплĕ юрăçсем!
Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1